Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хӗрлӗ Чутай районӗ

Вӗренӳ
Ольга Фондеркина. Ҫӑлкуҫ: cap.ru
Ольга Фондеркина. Ҫӑлкуҫ: cap.ru

Хӗрлӗ Чутай округӗнче республика шайӗнчи «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Унта ултӑ шкултан ултӑ педагог хутшӑннӑ. Вӗсем ачасемпе калаҫу ирттернӗ, хӑйсемпе паллаштарнӑ тата лекци вуланӑ.

Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, Питӗркасси шкулӗнчи Ольга Фондеркина ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай округӗн чысне 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗччен республика шайӗнче хӳтӗлӗ.

Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи Валентина Ядранская, виҫҫӗмӗшне – Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи Ирина Захарова йышӑннӑ.

Номинацисенче ҫаксем палӑртнӑ: Сергей Мигушкин (Атнар шкулӗ) — «Улшӑнусен лидерӗ», Светлана Фондеркина (Мӑн Этмен шкулӗ) — «Кашниншӗн тӑрӑшакан», Вера Артемьева (Мишеркасси шкулӗ) — «Ырӑ кӑмӑллӑхпа чӑтӑмлӑх».

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнче пурӑнакан йӗкӗреш Нинӑпа София Охтеркинсем 87 ҫул тултарнӑ.

Нина Ивановнӑпа София Ивановна ҫак районтах Пантьӑк ялӗнче 1939 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те – вӑрҫӑ ачи, вӗсем «Искра» колхозра чылай ӗҫленӗ, иккӗшӗн пӗтӗмӗшле стажӗ 120 ҫулпа танлашать. Иккӗшӗ халӗ 21 мӑнукпа тата кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26963
 

Ял пурнӑҫӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар округӗнчи Качакасси ялӗнче шыв башни персе аннӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал та, «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн та пӗлтернӗ.

Башня мӗншӗн ӳкнӗ? Кун пирки информаци ҫук. Анчах сӑнӳкерчӗке пӑхсан ҫакӑ паллӑ: башня вӑйлах тутӑхнӑ, кивӗ. Унпа ял ҫыннисем усӑ курнӑ-и е ҫук-и — ку та паллӑ мар.

Сӑмах май, 2023 ҫулта Хӗрлӗ Чутай округӗнче вӗр ҫӗнӗ башня персе аннӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Питӗркассинчи Фондеркинсем изумруд туя паллӑ тунӑ.

Николай Ивановичпа Галина Акимовна пӗр-пӗрне ачаранах паллаҫҫӗ – вӗсем пӗр шкулта вӗреннӗ. Хӗрпе каччӑлла ҫулталӑк ытла ҫӳресен ҫамрӑксем 1971 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче пӗрлешнӗ.

Галина Акимовна Хӗрлӗ Чутай райповӗн кӗнеке лавккинче 30 ҫул тӑрашнӑ, ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Николай Иванович салтака кайичченех ҫар комиссариачӗн направленийӗпе фельдшера вӗреннӗ. Ҫарта фельдшер пулнӑ, унтан таврӑнсан Хӗрлӗ Чутай районӗн пульницинче ӗҫне малалла тӑснӑ. Унӑн медицинӑри стажӗ – 45 ҫул. Ӑна «СССР сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Фондеркинсем виҫӗ ача ӳстернӗ: Альбина, Юрий тата Светлана.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17160
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хушавӑш ялӗнче пурӑнакан Алякинсем ҫӗнтернӗ. Чыслав Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ.

Ҫемье пуҫӗ Дмитрий Сергеевич ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать , унта вӑл 2022 ҫултанпа. Вӑл Жуков орденне тата тӗрлӗ медале тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗ Светлана Валериевна – Тӑван ҫӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗн хастарӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл – ял старости. Алякинсен икӗ хӗр ҫитӗнет.

Конкурсра ҫӗнтернӗ ҫемьене Дипломпа тата 50 пин тенкӗлӗх сертификатпа чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16227
 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль иртнӗ. «Арданас» тата «Ҫартмас» фольклор ушкӑнӗсем чӑвашсен утҫи вӑхӑтӗнчи йӑли-йӗркине кӑтартнӑ.

«Шуҫӑм», «Айхал» тата «Елӗм» фольклор ушкӑнӗсем салтака ӑсатнине туса кӑтартнӑ. «Хӑмӑш» тата «Хӑнатар» фольклор ушкӑнӗсем туй юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. «Шокӑль» тата «Сӑр таппи» халӑх фольклор ансамблӗсем Ҫӑвӑрни йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16515
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хватукасси ялӗ патӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем экстреннӑй службӑна шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын 55 ҫулта пулнӑ. Вӑл мӗнле майпа путса вилнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.

Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн варринче ҫӑлавҫӑсем Атӑлтан 53 ҫулти арҫын виллине туртса кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9945
 

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗмӗрлесен — кӑмӑллӑ хыпар. Хулари медицина центрне ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килнӗ.

Вӗсем — Татьяна Фондеркина терапевт тата Татьяна Ушкова медсестра. Ҫамрӑк тухтӑрсем 13-мӗш терапи участокӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Татьяна Фондеркина — Хӗрлӗ Чутай районӗнчен. Кӑҫал вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Татьяна Ушкова вара — Ҫӗмӗрлеренех. Вӑл Шупашкарти медицина колледжӗнче тӗллевлӗ ӑс пухнӑ. Татьяна кӑҫал диплом илнӗ, кун хыҫҫӑнах Ҫӗмӗрлене ӗҫлеме таврӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15045
 

Ҫурт-йӗр
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнче бюджет тата социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсене социаллӑ найм мелӗпе хваттер уйӑрса панӑ. Нумаях пулмасть хута янӑ ҫӗнӗ ҫуртра ун пекккисем валли 10 хваттер уйӑрнӑ.

Хваттер уҫҫине тивӗҫнисен йышӗнче – вӗрентекенсем, медицина ӗҫченӗсем, йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем. Палӑртмалла: Хӗрлӗ Чутай округӗ – ятарлӑ ҫурт-йӗр муниципалитет фондне пӗрремӗш йӗркелекенсенчен пӗри.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15261
 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17171
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 68
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑ
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 18

1987
39
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем